Çутă çул
0 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
15 Майӑн , 10:53

Анне ҫул ҫине пӑхать…

Пушкӑртстанра пурăнакан хӗрарӑм пилӗк ывӑлне СВОна ӑсатнӑ.

Анне ҫул ҫине пӑхать…
Анне ҫул ҫине пӑхать…

Пушкӑртстанра пурăнакан хӗрарӑм пилӗк ывӑлне СВОна ӑсатнӑ.
Пишпÿлек районӗнчи Каминке ялӗнче пурӑнакан Нина Дмитриевна Никифорова чылай йывӑрлӑх тӳснӗ, юлашки хуйхăсенчен пӗри контрактпа служит тума тухса кайнă ывӑлӗ Александр - вилни.
Вӑл вырнаҫнӑ блиндаж ҫине пеме пуҫланă. Боецӑн урисене осколоксем шӑтарса пӗтернӗ. Вӑл госпитале лекнӗ, юсанма кайнӑ пек пулнă, часах протезсем хатӗр пулмалла пулнă. Анчах мӗн пулса иртни пулнă ĕнтĕ — ывӑлӗ сасартӑк вилни амӑшӗшӗн пысӑк инкек пулса тӑнӑ. Ӑна пытарнӑ хыҫҫӑн тӑватӑ ывӑлĕ ҫапла пӗлтернӗ: эпир те служит тума каятпӑр, тӑванӑмӑрӑн ӗҫне малалла тӑсатпӑр, тенӗ. Кӗҫӗн Володьӑна та пулин килте юлма ӳкӗтленӗ, анчах лешӗ те аслисем хыҫҫӑн кайнă.
Икӗ хут тӑлӑха юлнӑ Нина Дмитриевна ҫичӗ ачана воспитани парса ура ҫине тӑратнă. Пӗрремӗш мӑшӑрӗ трагедилле вилнӗ чухне вӑл 24 ҫулта ҫеҫ пулнӑ, ун чухне виҫҫӗмӗш ывӑлӗ ултӑ уйӑх тултарайман пулнă. Ҫамрӑк хӗрарӑмӑн хуйха ӳкме вӑхӑт пулман. Ӗҫлемелле, ҫемьене тӑрантармалла пулнӑ.
— Эпӗ сакӑр класс ҫеҫ пӗтертӗм, унтан тӳрех колхоза дояркăра ĕçлеме кайрӑм. Хамӑр валли урӑх ҫул курман эпир, пирӗн атте-анне те ӗмӗр тӑршшӗпех колхозра ӗҫленӗ. Ун чухне ялхуҫалӑхӗнче ӗҫлесси хисеплӗччӗ, ӗҫ укҫи лайӑхчӗ. Яла ҫамрӑк специалистсем килнĕ, ӗҫӗ йывӑр пулсан та, пурте колхоза васканӑ. Ялта пурнӑҫ вӗресе тӑнӑ. Халӗ вӑл юхӑнса кайрĕ, - аса илет Нина Дмитриевна.
Лайӑх ӗҫ укҫи ӑна хӑйӗн ҫуртне лартма май панă. Унта унӑн ачисем пурте ӳссе ҫитӗннӗ, кунта вӑл халӗ те пурӑнать. Иккӗмӗш мӑшӑрланура Нина Дмитриевна тата тӑватӑ ача ҫуратнă.
Дояркăра темиҫе ҫул ӗҫленĕ, унтан пӑру пăхма куҫни ҫинчен каласа парать. "Ирхине тӑватӑ сехетре ӗҫе тухса каяттӑм, кӑнтӑрлахи апата таврăнаттӑм, унтан каллех тухса каяттӑм, каҫхине вунӑ сехет тӗлне таврӑнаттӑм". Унӑн ачисене йывӑр ӗҫ мӗн иккенне, килти хуҫалӑха мӗнле тытса пымаллине иртерех пӗлме тивнӗ. Федорпа Саша амӑшӗпе фермӑна пулӑшма çÿренĕ. Тислӗк те тасатмалла, выльӑх апачӗ те, утӑ та илсе килмелле вӗт. Вӗсем пулӑшмасӑр ӑна йывӑр пулнӑ. Теприсем килте юлнă, аслисем кӗҫӗннисене пăхнă. Пурте апат хатӗрлеме те, урай ҫума та, шыв йӑтма та, вутӑ ҫурма та, выльӑх-чӗрлӗхе пӑхма та пĕлнĕ.
Ачасенчен вӑл никама та уйӑрман. Кашни ача амӑшӗн чӗришӗн хаклӑ.
- Федор хастар, хаваслӑ, шкулта лайӑх вӗренетчĕ, тӑрӑшуллӑ та яваплӑ. Саша питӗ лӑпкӑ, килте яланах пулӑшатчĕ. Урай та ҫăватчĕ, анчах юлташӗсем ан курччӑр тесе, крыльцана çума килĕшместчĕ. Толя ҫилӗллӗ, анчах ӗҫчен. Иван ашшӗн характерӗллĕ: мыскараҫӑ, компани чунӗ. Кӗҫӗнни, Владимир, - хаваслӑ та коммуникабеллĕ, ун аллинче кирек мӗнле ӗҫ те вĕресе тăрать, тӗлӗнмелле, епле лайӑх пулса тухать-ха унӑн. Астӑватӑп, анне вилсен, авăрлама никам та пулмарĕ. Эпӗ ӗлкӗрейместĕм: манӑн ачасем те, килти хуҫалӑх та, ӗҫ те пурне те ĕлкĕрмелле. Володя "Анне, кӗнчелене арлама илсе кил-ха", - тет. Вӑл ун чухне вуннӑра кăначчĕ. Кӗнчеле арланӑ чухне пӗвӗ ҫитместчĕ, анчах ку ӗҫе хӑнӑхса ҫитрĕ. Унтан эпир ӑна сӳрелеме, йывӑр турттарма лаша туянтӑмӑр. Вӑл ӑна та лайӑх тыткаланатчĕ, - савӑнать ывӑлӗсемпе Нина Дмитриевна.
Володя ҫапах та нумай пулмасть амӑшне ҫӗнӗ хуйхӑ кӳнӗ. Унăн танкне ҫапса аркатнӑ. Боец контузи илнӗ, хулпуҫҫине витӗрех амантнӑ. Пирӗн геройпа калаҫнӑ самантра вӑл госпитальтеччĕ-ха.
Кашни ывӑлӗн пурнӑҫӗ чиперех йӗркеленсе пынӑ. Виҫӗ ҫемьен (кӗҫӗнни ҫеҫ хусахра ҫӳрет), лайӑх ӗҫ, кил-ҫурт пур. Амӑшӗ вӗсем зонӑра ӗҫлеме шут тытнипе мухтанать, ҫав вӑхӑтрах тӗлӗнет те. Саша пиччӗшӗ вилни вӗсене пурнӑҫӑн тепӗр енӗ те, офицер чысӗпе тивӗҫне ӑнланни те, пӗри пуриншӗн те, пурте пӗриншӗн пулнине, кӑтартса пачӗ пулас.
Тӗрӗссипе каласан, кунта тӗлӗнмелли те ҫук пек. Вӑл хӑй те вӗсемшӗн ӗҫченлӗхпе гражданла яваплӑх тӗслӗхӗ пулнӑ вӗт. Март уйӑхӗнче Нина Дмитриевнана Уфана чӗннĕ: "Хӗрарӑм-наци амӑшӗ" конкурса вӑл Пушкӑртри ытти хӗрарӑмсемпе пӗрле Рабига Кушаева ячӗллӗ медале, пушкӑрт хӗрарӑмӗсен юхӑмӗн активисткине тивӗҫнӗ. Нина Дмитриевнан тата икӗ хӗр, 17 мӑнук тата мӑнуксен тӑватӑ ачи пур. Пурин те хӑйсен пурнӑҫӗ, анчах ун ҫинчен те манмаҫҫӗ.
Анчах унӑн чӗри ывӑлӗсемшӗн пӑшӑрханать. "Анне, мӗн пӑшӑрханатӑн эсӗ?— ыйтаҫҫӗ вӗсем сайра-хутра телефонпа
калаҫнӑ чухне.
— Епле тӳссе ирттерес мар-ха, - тет вӑл вӗҫӗмсӗр ӗҫленипе куштӑркаса кайнӑ аллисемпе ҫатлаттарса.
Унӑн пӗтӗм пурнӑҫӗ пӗр вӗҫӗмсӗр кӗтни — телефон шӑнкӑртаттарасси, юратнӑ ачисенчен кирек мӗнле хыпар та - вӗсем 50, 45, 38 тата 33 ҫулта пулин те - пулса тӑчӗ. Пӗр япала ҫинчен çеҫ турра кӗлтӑвать — усал хыпарсем ан пулччӑр. Саша вилни йывӑр хуйхӑ, анчах ҫапах та хӑй пуррине, пурнӑҫа юратнине ҫухатмасть, хӑйӗн хуйхине ҫынсене кӑтартасшӑн мар. Вӑл хӑйне кирек мӗнле ӗҫпе те интереслентерет: боецсем валли нускисем ҫыхать, тӗрлет, халӗ пахча ӗҫӗпе аппаланать, тата икӗ сысна ҫури туяннӑ. Анчах тепӗр чухне, кам та пулин киле килмеç-ши тесе, ҫул ҫине тинкерсе пӑхса илет.

Сăнÿкерчĕкĕ: Александр Данилов.

https://resbash.ru/articles/Vremya geroev/2024-05-13/a-mama-smotrit-na-dorogu-3760501

 

 

 

 

 

Анне ҫул ҫине пӑхать…
Анне ҫул ҫине пӑхать…
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: