Çутă çул
+4 °С
Ҫумӑр
Статья
Кистенлĕре патриотла акци ирттернĕПушкӑртри тĕп больница нацпроекта пула ҫӗнӗ операци сӗтелӗсем илнӗПушкӑртра СВОна хутшăнакансем валли Реабилитаци центрӗ ӗҫлеме тытăннăРадий Хабиров Благовещенскра нумай ачаллӑ ҫемьене ҫитсе курнӑПутин Беларуçпа союзниксен ҫыхӑнӑвне ӳстерме шутлани ҫинчен пӗлтернĕПочта кăна мар, ытларахВитӗмлӗ пулӑшу параҫҫӗКруглосуточная психологическая помощь в чате Комитета семей воинов ОтечестваБесплатный курс по раздельному сбору отходов стартует в БашкирииБуряти пуҫлӑхӗ Путина республика аталанӑвĕпе СВОрисене пулӑшни çинчен пӗлтернĕВ Башкирии пройдет онлайн-акция «Марафон доверия. 2025»В Башкирии пройдет международный диктант по башкирскому языку Кирек мӗнле ӗҫре те шанчăклăÇирĕклĕ клубӗнче паттӑрлӑх урокӗ иртнĕ Пушкӑртри пилотсӑр авиасистемăсен тӗрӗслев центрӗ аккредитаци иртнӗЗастройщикам рассказали об изменениях законодательства в сфере строительстваПродлён приём заявок на конкурс «Лучшие товары Башкортостана»Михайловкăри вăтам шкулта "Зарница" ҫарпа спорт вӑййи иртнĕРайонти ача-пӑча библиотекинче Ача-пӑча тата ҫамрӑксен кӗнеке эрни пуçланнăÇирĕклĕ клубӗнче ачасем сӗтелҫи вӑййисем вылянă
Пур хыпар та
10
Çемье
10 Июнӗн 2024, 12:01

Тӑван ҫӗршыв ҫемьерен пуҫланать

Каминкери Трофимовсен ҫемйи Пӗтӗм Раҫҫейри "Çулталӑк çемйи" конкурсӑн "Ял ҫемйи" номинацире республика тапхӑрӗн призерӗ пулса тӑнӑ.

Тӑван ҫӗршыв ҫемьерен пуҫланать
Тӑван ҫӗршыв ҫемьерен пуҫланать

Каминкери Трофимовсен ҫемйи Пӗтӗм Раҫҫейри "Çулталӑк çемйи" конкурсӑн "Ял ҫемйи" номинацире республика тапхӑрӗн призерӗ пулса тӑнӑ. Пӗтӗм Раҫҫейри "Çулталӑк çемьи" конкурс — Раҫҫейре Çемье çулталӑкне ирттерессинче нумай планлӑ ӗҫсен пысӑк переченӗнче чи пӗлтерӗшлӗ тата тӗп мероприятисенчен пӗри. Кӑҫал конкурс тӑххӑрмӗш хут иртет. Унӑн чапӗ ҫулран ҫул ӳссе пырать. Унта ҫулсерен 4000 ытла ҫемье хутшӑнать. Конкурса йӗркелекенсем РФ Ĕҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви, йывӑр лару-тӑрура пурӑнакан ачасене пулӑшмалли фонд, ҫавӑн пекех РФ субъекчӗсен ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсем шутланаҫҫӗ. Онлайн-режимри конкурса хутшӑнма кирлӗ материалсемпе документсен переченьне оргкомитета заявкӑсем йышӑнасси 2024 ҫулхи пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче пуҫланнă. 2024 ҫулта ПР Халӑх ҫемье, ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерствине конкурса хутшӑнма 65 заявка, ку пӗлтӗрхинчен 26 заявка нумайрах, панӑ.

Пирӗн Пишпÿлек районне "Çулталӑк çемйи" конкурса "Ял ҫемйи" номинацире тӑратнӑ. Ку вӑл Каминке ял библиотекин библиотекарĕ — Ирина Николаева пуҫарнипе пулнă. Пӗчӗк тӑван ҫӗршыв кирек мӗнле ҫыншӑн та ҫемьерен пуҫланасса ҫирӗп ӗненет вӑл. Ҫавӑнпа та ӑна хӑйсен тӑван Каминкинчи лайӑх та туслӑ ҫемье ҫинчен анлӑ аудиторие каласа пама йышӑннă. Анатолийпе Наталия Трофимовсен ҫемйине суйласа илнӗ, вӗсем унпа юнашар тата яланах куҫ умӗнче пурӑнаҫҫӗ. Кӳршӗсем конкурса хутшӑнма килӗшнӗ хыҫҫӑн, кирлӗ материалсене пуҫтарса, Каминке ял библиотеки ячӗпе муниципалитет этапӗ витӗр тухса, Трофимовсен ҫемйи конкурс тапхӑрне хутшӑннӑ. Республика конкурсӗн ҫӗнтерӳҫисене министерствӑпа ведомство представителӗсем, ҫавӑн пекех республикӑри обществӑлла организацисен представителӗсем ӗҫленӗ оргкомитет палӑртнӑ. Каминкери Трофимовсен ҫемйи Пӗтӗм Раҫҫейри "Çулталӑк çемйи" конкурсӑн регионти тапхӑрӗнче "Ял ҫемйи" номинацире иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.

— Ҫемье — пиртен кашниншӗнех пурнӑҫра чи кирли. Шӑпах ҫемьере эпир яваплӑха, юратма, ҫывӑх ҫынсемшӗн тӑрӑшма, пӗр-пӗрне хисеплеме вӗренетпӗр, - тет Ирина Сергеевна. — Трофимовсен ҫемйи ҫинчен питӗ нумай каласа пама пултаратӑп, анчах лайӑххине ҫеҫ. Ҫемье пуҫлӑхӗ Анатолий ман куҫ умӗнчех нумай ачаллӑ, ӗҫчен те туслӑ ҫемьере ӳсрӗ, унта тӑватӑ арçын ача тата икӗ хĕрача ÿснĕ. Толя "Газ-сервис" ОАО слесарь пулса ӗҫленӗ, унтан ҫичӗ ҫул Каминкери "Заветы Ильича" ятлă тӑван колхозӗнче механикра ӗҫленӗ. Анатолин мӑшӑрӗ Наталия Анатольевна Приютовора ҫуралса ӳснӗ. Наташа шкул хыҫҫӑн Октябрьскинчи медицина колледжӗнчен вӗренсе тухнӑ та Пелепейри  хула больницинче медсестра пулса ӗҫленӗ. Пӗррехинче тантӑшӗ ăна Каминкене тӑванӗсем патне хӑнана кайма ӳкӗтленӗ. Ун чухне ял клубӗнче, ытти ҫӗрти пекех, ташӑ каçĕсем иртнĕ. Унта Каминке каччипе килнӗ хӑна паллашнă. Вӗсем тӳрех пӗр-пӗрне юратса пӑрахнӑ та 2006 ҫулхи ҫуркунне мӑшӑрланнӑ. Часах вӗсен малтанхи ывӑлӗ Даниел ҫуралнӑ. Унтан ҫамрӑк ҫемьен тепӗр ывӑлӗ Давид та ҫут тӗнчене килнӗ. 2014 ҫулхи февральтен пуҫласа Анатолий Трофимов районти малта пыракан хресчен (фермер) хуҫалӑхне ертсе пырать. Унӑн кӗрхи тата ҫурхи культурӑсем акнӑ икӗ пин гектара яхӑн ҫӗре сухаланӑ. Хальхи техникӑпа оборудованиллӗ машина-трактор паркӗ пур. Ҫапла вара ялта лайӑх ӗҫ условийӗсемпе тата тивӗҫлӗ тӳлевпе ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗсем йĕркеленнĕ. КФХ ертӳҫин организатор пултарулӑхӗ ҫуллен пысӑк производство кӑтартӑвӗсене пурнӑҫлама май парать. Анатолий Петрович ялта та, районта та хисеплӗ ҫынсем шутӗнче. Вӑл "Атайсал" тата "Ентешсем" проект ӗҫне хутшӑннӑ. Тӑван ял аталанӑвне, мӑкшӑ халӑхӗн йӑли-йӗркисене упраса хӑварас ӗҫе пысӑк тӳпе хывать. Анатолий Трофимов хӑйӗн тӗслӗхӗпе чи малтан Каминкере пурӑнакансене тата ывӑлӗсене тата пӗтӗм халӑха ӗҫ ҫине хутла пӑхсан ялхуҫалӑхӗ усӑллӑ тата лайӑх тупӑш кӳме пултарни ҫинчен тĕслĕх кӑтартса парать. Трофимовсен ывӑлӗсем ашшӗ-амӑшне хуҫалӑхра пулӑшаҫҫӗ. Аслӑ ывӑлӗ Даниел 11-мĕш класс пӗтернӗ те аграри университетне вĕренме кӗме хатӗрленет. Пиллӗкмӗш класра вӗренекен Давид — килти хуҫалӑха тытса пыма амӑшӗн пӗрремӗш пулăшаканӗ, унта виҫӗ пуҫ мăйракаллă шултра выльах, чӑхсем, Вальтер йытӑ тата икӗ кушак пур. Килти ӗҫсемсӗр пуҫне уйрӑм предпринимателӗн Наталия Анатольевна Трофимован "Мечта" апат-ҫимӗҫпе хуҫалӑх лавкки пур. Хӑй ӗҫлӗ пулин те, вӑл чечек ӳстерессипе интересленет. Пионсемпе лилисене уйрӑмах хисеплет. Телейлӗ ҫемьен пӗрле киленÿ нумай: вӗсем ҫутҫанталӑка тухса ҫӳреме, пӗчӗк тӑван ҫӗршывӑн илемӗсемпе киленме, спортпа аппаланма, тусӗсем патне хӑнана ҫӳреме юратаҫҫӗ. Ҫемьери уявсене, ҫуралнӑ кунсене пĕрле паллӑ тума юратаҫҫӗ. Пӗр сӑмахпа каласан, пурне те пӗрле тума тӑрӑшаҫҫӗ. Анатолий Петровичăн пысӑк производство кӑтартӑвӗсемшӗн ПР Ял хуҫалӑх министерствин Хисеп грамоти (2020 ҫ.) пур.

Владимир СМОЛОВ.

Сӑнӳкерчӗкӗ: Владимир Смолов.  

Тӑван ҫӗршыв ҫемьерен пуҫланать
Тӑван ҫӗршыв ҫемьерен пуҫланать
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: