Пушкӑртстанра, пӗтӗм ҫӗршыври пекех, июлӗн 14-мӗшӗнче Раҫҫей почтин кунӗ иртет. 2024 ҫулта ҫак уява вӑтӑрмӗш хут паллӑ тӑвӗҫ.
Валентина Павлова кама хаçат çырăнтармаллине, кама ҫӗнӗ пресса илсе килмеллине, кама ҫырупа савӑнтармаллине пӗлсе, Михайловкӑри кашни киле ҫаврӑнать.
Июлӗн 14-мӗшӗнче почта ӗҫченӗсем хӑйсен професси уявне - Раҫҫей почтин кунне - паллӑ тӑваҫҫӗ. Почта работникӗсен ӗҫӗ ҫӑмӑл мар, ӗҫ укҫи те хальхи виҫепе пысӑк мар, ҫавӑнпа почтальон пулса ытларах хӑйсен профессине тата ялне юратакан ҫынсем ӗҫлеҫҫӗ.
Михайловкăри Валентина Петровна Павлова почтальон пулса 17 ҫул ӗҫлет ӗнтӗ. Пӗр транспортсăрах участокра пурне те ҫавӑрса илесси — ҫӑмӑл мар ĕç. Ҫулран ҫул ҫапла.
Валентина Петровна Игнашкинра ҫуралнӑ. Михайловка ялӗнчи вӑтам шкултан вӗренсе тухнӑ. Повара вӗренсе тухса тӑван шкула специальноҫпа ĕçлеме вырнаҫнă та ҫичӗ ҫул ӗҫленӗ. Хӑйӗн пурнӑҫне вӑл почтӑпа 2007 ҫулта почта ҫыхӑнӑвӗн ял уйрӑмне ӗҫлеме пырсан ҫыхӑнтарнӑ. Ҫавӑнтан вара вӑл кирек мӗнле ҫанталӑкра та, ҫуллахи шӑрӑхра та, хӗллехи сивӗре те корреспонденципе пӗрле черетлӗ обхода тухса каять.
Профессие юратни, ҫынсене хисеплени, чун-чӗререн юратни — Валентина Павловара ял халăхĕ çакна кураҫҫӗ.
— Мана ман ӗҫ килӗшет. Пур йывӑрлӑха та хӑнӑхнӑ ӗнтӗ, кирек мӗнле ҫанталӑкра та ӗҫлеме тивет вӗт. Тунтикунсемпе юнкунсенче ҫырусемпе тӳлев хучĕсене, эрнекун — район хаҫатне салататăп. Унччентерех ҫичӗ сехет ҫурă çуран ҫӳреттӗм. Халӗ мана мӑшӑр электровелосипед парнелерӗ. Паллах, ҫӑмӑлрах. Халӗ ӗҫе пурнăçлама вӑхӑт нумаях каймасть, - каласа парать Валентина Петровна.
Ял почтальонӗн ӗҫӗ пӗр-пӗринчен аякра сапаланса выртакан урамсене утса çаврăнма тивнипе уйрӑлса тӑрать. Ял ҫыннисем вӑхӑтра корреспонденци илтӗр тесе почтальон вуншар километр иртет. 17 ҫул хушшинче миҫе километра "яваланӑ" вӑл, шутласа кӑларма та ҫук. Кама хаçат çырăнтармалла, кама ҫӗнӗ пресса илсе килмеллине, кама ҫырупа савӑнтармаллине пӗлсе, Валентина Петровна кашни киле ҫитет. Почтальон шучӗпе, пенсионерсем — чи вулакан категори. Вӗсем, интернетри ҫӗнӗ хыпарсене пӗлме кӑмӑллакан ҫамрӑксен ӑрӑвӗпе танлаштарсан, "хут формипе" информацие илме хӑнӑхнӑ, хаҫатсемпе журналсене яланах чӑтӑмсӑр кӗтеҫҫӗ. Ял ҫыннисем тӗрлӗ кӑларӑм ҫырӑнса вулаҫҫӗ, анчах районти "Светлый путь" хаҫат — чи юратни.
Кӑҫалтан пуҫласа Валентина Петровна пенсире. Тивӗҫлӗ канӑва тухсан та вӑл малалла ӗҫлет. Хӗрарӑм каларӗшле, вӑл ӗҫсӗр ларма хӑнӑхман, сывлӑх пулсан почта малалла та валеҫĕ. Ҫемье уншӑн тӗп пулӑшу тата тӗрек пулса тӑрать. Валентина Петровнан икӗ ача. Ывӑлӗ 40 ҫулта, Сургутра пурӑнать, унӑн хӑйӗн ҫемйи. Хӗрӗ 21 ҫулта, кӑҫал вӑл медицина колледжӗнчен вӗренсе тухнӑ. Мӑшӑрӗ Геннадий васкавлӑ пулӑшу водителӗ пулса ӗҫлет. Ҫемьен хуҫалӑхӗ пысӑк: ӗнесем, сыснасем, чӑх-чӗпсем. Хӑйсем вӗсем валли утӑ хатӗрлеҫҫӗ, пахчара пахчаҫимӗҫ ҫитӗнтереҫҫӗ. Асаннепе асаттене юратнӑ мӑнукӗсем каникула ҫу каҫичченех килсе савӑнтараҫҫӗ.
Валентина Петровна кӑмӑллӑ та савӑнӑҫлӑ хӗрарӑм. Вӑл пуринпе те килӗштерсе пурӑнать. Пӗрне — йăл кулса, теприне — ырӑ сӑмах каласа, виҫҫӗмӗшне — "Светлый путь" ҫырӑнмаллине аса илтерсе.
Почтальон сумки каҫа тин пушанса юлать. Ӗҫ кунӗ пӗтрӗ, пур ҫырусемпе хаҫатсене те валеçнĕ. Ирхине каллех тӑван маршрутпа ҫынсене ҫӗнӗ хыпарсемпе ҫырусем илсе килмелле. Пирӗн вара почтальон ӗҫӗ мӗнле паллă мар, анчах йывӑр пулнине манмалла мар, ҫак ансат профессири ҫынсене час-часах "тавтапуҫ" тесе каламалла.
Неля САБАХОВА.
Сӑнӳкерчӗкӗ: Валентина Павлован архивӗнчен.