Çутă çул
+2 °С
Юр
Пур хыпар та
Общество
30 Июнӗн 2022, 11:35

Зиля Хамзиновна Вахитована аса илсе

Кăçал çак ăста ертÿçĕ 65 çул тултарнă пулĕччĕ…  

Зиля Хамзиновна Вахитована аса илсе
Зиля Хамзиновна Вахитована аса илсе

Яваплӑ ертÿçĕ, пурнӑҫри хастар позициллӗ ҫын, лайӑх тус, ӗҫченлӗх тӗслӗхӗ — ҫавӑн пек вӑл хӑйне пӗлекенсен асĕнче юлнӑ. Ҫак кунсенче Зиля Хамзиновна Вахитова ҫуралнӑранпа 65 ҫул ҫитнӗ пулӗччӗ.

Зиля Хамзиновна 1957 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Пушкӑрт Республикин Балтачă районӗнчи Старо-Балтачево ялӗнче ҫуралнӑ. Ӗҫлĕ çулне 1974 ҫулта хӑйӗн тӑван районӗнче пуҫланӑ. 1979 ҫулта педагогика институтӗнчен вӗренсе тухсан Пишпÿлек районне килнĕ те Кунаккăлти сакӑр ҫул вĕренмелли шкул учителӗнче ӗҫлеме тытӑннă.

1981 ҫулта Зиля Хамзиновна Пишпÿлек районӗнчи халӑх депутачӗсен Совечӗн ӗҫтӑвакан комитетне ӗҫлеме куҫнӑ. Йĕркелÿпе массăллă ӗҫӗн пайӗн заведующийӗ тата район Совечӗн председателӗн заместителӗнче нумай ҫул ӗҫленӗ. Шӑпах ҫак участокра вӑл хӑйне пӗлекен специалист, ӑслӑ йĕркелÿçĕ, принциплӑ ертÿçĕ пек кăтартса панă.

1998 ҫулта З.Х. Вахитована Пишпÿлек район администрацийӗнчи халӑхăн социаллӑ хӳтлӗх пайӗн начальникӗ пулма палӑртнӑ.

Зиля Хамзиновнапа пĕрле ĕçленисем аса илеççĕ.

 

Марина Тимофеева:

— Зиля Хамзиновна Вахитова пек лайӑх ҫынпа юнашар ӗҫлеме тӳр килнӗшӗн эпӗ шӑпана тав тӑватӑп. Вӑл ман шӑпара пысӑк вырӑн йышӑнчӗ: пурнӑҫ ҫине урӑхла пӑхма вӗрентрӗ, тус те, юлташ та, наставник та пулчӗ. Кирек мӗнле ыйтупа та ун патне пыма пулатчĕ. Ку ҫынра пурте пурччĕ: ӗҫченлӗх те паттӑрлӑх, илем те, ӑс-хакӑл та, хӗрарӑмлӑх та, хӗрхенӳ те, пур пахалӑхсене те каласа пĕтерме ҫук. Пирӗн районта ӑна чылайăшĕ астăвать пулӗ. Ахальтен каламаҫҫӗ вӗт, ҫын чӗрӗ, ӑна астӑваҫҫӗ пулсан.

 

Ольга Миннигалина:

— Зиля Хамзиновна ӗҫтешсемпе питӗ йӗркеллӗ ертӳҫӗ пулнӑ. Кама та пулин пулăшу кирлӗ пулсан, вӑл яланах аллине тӑсатчĕ. Унпа ӗҫлеме ҫӑмӑлччĕ.

 

Рамзия Кожевникова:

— Ку ҫынра пурте пулнӑ. Вӑл хастар, хӑюлллă çынччĕ. Вӑл кӑмӑллӑ ҫынччӗ. Кирек мӗнле ыйтӑва та татса пама пултаратчĕ. Вӑл ҫынсене итлеме те, илтме те пӗлетчĕ.

 

Рузия Зарипова:

— Зиля Хамзиновна ҫын ыйтӑвӗсене тимлӗччĕ, ҫав вӑхӑтрах тĕрĕс ыйтакан ертÿçĕ пулнӑ. Вăл ӗҫ е харпӑр хӑй ыйтӑвӗсем пирки пырсан та, итлеме те, татса пама та пӗлетчĕ. Вӑл ҫав тери хастар та савӑнӑҫлӑччĕ, пирӗн чӗресенче те ҫавӑн пекех упранса юлӗ.

 

Айгуль Низамиева:

— Зиля Хамзиновна таса та тӳрӗ кӑмӑллӑ, ҫынсемшӗн уҫӑ кӑмӑллӑ ҫынччӗ, ҫавӑнпа вӑл нумайӑшĕн юратăвне, хисепне тивӗҫлӗ пулчӗ. Эпир ӑна яланах асра тытӑпӑр.

 

Елена Иванова (Федорова):

— Зиля Хамзиновна хӑй профессине виҫесӗр парӑнни, хӗрхенни тата ӑс-хакӑлӗ пирӗншӗн яланах тĕслĕх пулать. Эпир унӑн пурнӑҫ хастарлӑхне, савӑклӑхне, чун-чӗрин пысӑк пахалӑхне ӗмӗрлӗхех асра тытӑпӑр. Ун ҫинчен асаилÿ пирӗн чӗресенче яланлӑхах упранса юлӗ.

 

Людмила Михайлова:

— Зиля Хамзиновна пирӗншӗн руководитель, наставник, аслӑ юлташ пулнӑ. Тавтапуҫ шӑпана, пирӗн ҫавӑн пек руководитель пулнӑшӑн. Ӑна асӑнни пирӗн чӗрере упранӗ.

Владимир СМОЛОВ хатĕрленĕ.

Сăнÿкерчĕкĕ: архивран.

Зиля Хамзиновна Вахитована аса илсе
Зиля Хамзиновна Вахитована аса илсе
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: