Ирина Аглеевашӑн ача-пӑча чухне çĕлеме юратни - тĕп ӗҫӗ пулса тӑнă.
Паян хӑвӑрт аталанакан ялсенче пурнӑҫ условийӗсем пурӑнма илӗртеҫҫӗ. Тӳрӗ те ӗҫчен ҫамрӑксене хӑйсен пултарулӑхне, ӗмӗчӗсене пурнӑҫлама анлӑ вырӑнсем уҫӑлаҫҫӗ. Пуҫаруллӑ, пултаруллă ҫынсем яла питӗ кирлӗ, вӗсем кирек мӗнле ӗҫре те хăйсен вырăнне тупма пултараҫҫӗ. Ҫамрӑксенчен нумайӑшӗ, аслă çулхи ҫынсем те, ҫӗнӗ вӑхӑтри чăнлăха ҫӑмӑллӑн хӑнӑхса ҫитнӗ. Хӑйсен юратнӑ ӗҫне тата таврари ҫынсене ырӑлӑх туса, вӗсем начар мар ӗҫлесе илме вӗреннӗ. Вӗсене ялта пӗлеҫҫӗ, хисеплеҫҫӗ, хаклаҫҫӗ. Çӗвӗ производствин ӑсти те, педагог та, Пишпÿлекри Культура керменӗ ҫумӗнчи пултарулӑх пӗрлешӗвӗсен ертӳҫи Ирина Ирековна Аглеева ҫавӑн пек ҫынсен шутне кӗрет. Ку пулӑм, паллах, ҫитӗнекен ӑрӑва пултаруллӑ ӗҫе, тавралӑхри эстетикӑна юратма вӗрентес тӗлӗшпе пысӑк тӳпе хывнине хакламалли сӑлтав.
Ирина Ирековна ертсе пынипе Пишпÿлекри Культура керменӗнче темиҫе творчество ушкӑнӗ ӗҫлет, унта тӗрлӗ ҫулти ҫынсем ҫӗвӗ ӗҫ культурине вӗренеççĕ. Вӗсем аксессуарсем те, ҫиети тумтирӗн кӑткӑс изделийӗсем те ҫӗлеҫҫӗ. Сӑмахран, "Булавка" ача-пӑча пултарулӑх студийӗ, пысӑк кӑтартусемшӗн, руководитель ӗҫӗн результативлӑхне пула "Кӑтартуллӑ коллектив" ята аттестациленӗ. Ҫав хӗрачасем ушкӑнра ҫӗлеҫҫӗ, касаççĕ, ӑсталаҫҫӗ, хӑйсен моделӗсене кӑтартаҫҫӗ, илемлӗхпе пултарулӑха хӑнӑхмалли чӑн-чӑн шкул витӗр тухаҫҫӗ. Интеллигентлӑ, ыйтуллӑ педагога занятисем пуҫланнӑранпах ачасем хисеплеççĕ. Эсӗ ача чухне мӗнле те пулин ӗҫе тытӑнсан, вӑл сана ямӗ-ши? Иринӑшӑн та ача-пӑча чухнехи киленĕвĕ пӗтӗм пурнӑҫ ӗҫӗ пулса тӑнă. Пултарулӑх пуҫламăшне ӑна амӑшӗ, Любовь Александровна вӑратнă, вӑл хӗрачасен интересӗсене пулӑшнă, хавхалантарнă: модӑллӑ журналсем, пусма-тавар тата кирлӗ хатӗрсем туяннă. Ҫавӑнпа Ирина шкултан вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн Уфари 70-мӗш номерлӗ профучилищинче ҫиелти тумтир ҫӗвӗҫӗн специальноҫӗпе малалла вӗренесшӗн пулнӑ. Вĕренсе пĕтерсен Пишпÿлекри ҫӗвӗ комбинатӗнче ӗҫлеме пуҫланă. Анчах часах иккӗмӗш юридика пӗлĕвĕ илсе, Пишпÿлекри коммуналлӑ хуҫалӑхра ӗҫ сыхлас енӗпе пилӗк ҫул инженерта ӗҫленĕ, çапах та уйрӑм ҫӗлеме, ӑсталӑха хӑйрама пӑрахман. Творчествӑлла хавхалану, хам алӑпа интереслӗ япаласем тӑвас кӑмӑл ҫӗнтернӗ, профессие каялла тавӑрнӑ.
Паян Ирина Ирековна ҫӳллӗ шайри специалист. Татти-сыпписӗр хӑйне хӑй пӗлни тата нумай ҫул хушши ҫине тӑрса ӗҫлени хӑйӗн ҫимӗҫне панӑ. Тӗрӗссипе каласан, ҫӗвӗҫ ӑсталӑхӗсӗр пуҫне вӑл ҫӗнӗ технологисене, модӑллӑ çĕнĕлĕхсене, юхӑмсене питӗ лайӑх пӗлет. Техниксӑрах тӗрлӗ йышши ҫӗвӗ машинисенчи кирек мӗнле пӗчӗк ҫитменлӗхсене те юсама, кирек мӗнле ҫӗвӗ операцийӗсем валли программӑсем тиеме пултарать. "ВКонтакте" социаллӑ сетьре вӑл тӑтӑшах хӑйӗн страницине илсе пырать, унта мастер-классем кӑтартса парать, воспитанниксен ҫитӗнӗвӗсем ҫинчен материалсем кӑларса парать. Ун пек ҫынсем пулӑшу кӗтмеҫҫӗ, пуҫарулӑха хӑйсем палӑртаҫҫӗ. Вӗсем ялти чи лайӑх кадрсем, вӗсемпе пӗрле идейӑсем килеҫҫӗ, вӗсем хыҫҫӑн ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тума ҫав тери тӑрӑшаҫҫӗ.
Фарида ГИЛЕМЗЯНОВА,
Пишпÿлек ялĕ.
Сӑнӳкерчӗкĕсем: хӑйӗн архивӗнчен.