Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Сывлăх
21 Августӑн , 10:57

Сахалрах чирлĕпĕр

"Сывлăх поезчӗсен" медицина тӗпчевӗсене пĕтĕмлетнĕ.

Сахалрах чирлĕпĕр
Сахалрах чирлĕпĕр

"Сывлăх поезчӗсен" медицина тӗпчевӗсене пĕтĕмлетнĕ.

Радий Хабиров хушнипе Пушкӑрт Республикинче "Сывлӑх поезчӗсем" çÿреççĕ. "Сывӑ республика — сывӑ регион" акци шайӗнче Пишпÿлек районӗнче тухтӑр-специалистсен бригадисен ӗҫне йӗркеленӗ.

"Сывлӑх поезчӗсем" йышӗнче Сывлӑх центрӗ тата Октябрьскинчи 1-мӗш хула больницин куҫса ҫӳрекен флюорографӗ; Уфари республика кардиологи центрӗн кардиомодулӗ тата районти тӗп больницӑн куҫса ҫӳрекен (мобильлĕ) ФАПĕ ӗҫленӗ.

Аита, Михайловкӑна, Демскине, Кăркана, Каминкене, Ермолкина районти тӗп больницӑн врачӗсем: терапевт, акушер-гинеколог, онколог, офтальмолог, эндокринолог, отоларинголог, функциллӗ диагностика врачӗ тата РКЦ кардиологĕ тухса ҫӳренӗ.

Терапевт 645 пациент, ансӑр специалистсем 1112 ҫынна пӑхса тухнӑ. 614 флюорографи тӗпчевӗ, 122 УЗИ-тӗпчевĕ, 574 ЭКГ ирттернĕ. Тишкерӳ ӗҫне виçĕ СВОна хутшӑнакан тата вӗсен ҫемйисен членӗсем 28 çын хутшăннă, 143 ҫынна вакцинациленĕ. Чирсене тупса палӑртнӑ — 1317 (пурнӑҫра пӗрремӗш хут — 311), ҫав шутра усал шыçăсем — иккӗ.

— Ҫур ҫул ытла ҫапӑҫусен зонинче пултӑм. Август пуҫламӑшӗнче черетлӗ ҫар отпускне килтĕм. Иттихатра çуралса ӳснӗ. Кӗҫӗн тӑван ҫӗршывра августӑн 20-мӗшӗччен пултăм. Мана тӑвансем ҫеҫ мар, вырӑнти медицина работникӗсем те манманни питӗ савӑнтарчӗ. Мана Усак-Кичу фельдшерĕ Рузима Мансуровна Юмагулова телефонпа шӑнкӑравларӗ те, районти халӑх пурӑнакан вырӑнсенче "Сывлӑх поезчӗ" пынӑ чухне, медицина тӗпчевне чӗнчӗ. Вӑл Ермолкина ансӑр специальноҫлă врачӗсемпе пынӑ. Калинин ял советӗнчи халӑх пурӑнакан вырӑнсенче ирӗккӗнех медобследовани иртме пултарчĕç. Врачсен вердикчӗ мана савăнтарчĕ: эпӗ сывлăхлă, строй службине юрӑхлӑ, тесе ҫирӗплетрĕç, — пӗлтернӗ "Сывлăх поезчĕн" специалисчӗсем патӗнче тӗрӗслев иртнӗ СВОна хутшăнакансенчен пӗри.

— Эпӗ 1922 ҫулхи майӑн 1-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Тавах Турра, хальлӗхе сывлӑха ӳпкелешместӗп-ха: хам та ырӑ асӑмра ҫӳретӗп. Пӗччен пурӑнатӑп. Владимир ывӑл ман пата час-часах килсе каять, пăхать. Михайловкӑна "Сывлӑх поезчӗ" ҫитсен, вырӑнти медицина работникӗсем медосмотра чӗнчӗҫ. Ман ҫулсенче сывлӑхпа шӳтлеме юрамасть. Пур врачсене те иртрĕм, вӗсен сĕнĕвĕсене итлерĕм. Вӗсем мана пурте вӑрӑм ĕмĕр сунчӗҫ, — каласа парать Михайловкӑри Пелагея Николаевна Леонтьева.

Владимир СМОЛОВ.

 

Сахалрах чирлĕпĕр
Сахалрах чирлĕпĕр
Пишпÿлек районӗнчи тĕп больницӑн тӗп врачӗ Марат Фанилевич АБДУЛЛИН: — Пишпÿлек районӗнчи тӗп больницӑри врачсем "Сывлӑх поезчӗ" ӗҫне пӗлтӗрхинчен нумайрах ҫын хутшӑннине пурте пĕр саслă пулса палӑртаҫҫӗ. Ку вара халӑх хӑйӗн сывлӑхӗ ҫине лайӑхрах пӑхма тата врачсен диагнозӗсене ытларах шанма пуҫланине пӗлтерет. Кайран тарăна кайнӑ чире сыватиччен малтан вӑхӑтра тупса палӑртмалла вӗт. "Сывлӑх поезчӗ" ҫавӑн пекех врачсене халӑхпа тата вӗсен сывлӑхӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусемпе паллашма, професси шайне ÿстерме, инçетри ялсенчен килейменнисене ансăр специальноҫлă врачсем йышӑнма пултарнине пурне те витӗмлӗ пулӑшу пама пултараҫҫӗ. Медицина ӗҫченӗсене ҫакӑн пек пысӑк акци йӗркеленӗшӗн тата унта хастар хутшӑннӑшӑн пысӑк тав тӑвас тетӗп. Пурне те сывлӑх сунатăп!
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: