Çутă çул
0 °С
Пӗлӗтлӗ
Статья
Кистенлĕре патриотла акци ирттернĕПушкӑртри тĕп больница нацпроекта пула ҫӗнӗ операци сӗтелӗсем илнӗПушкӑртра СВОна хутшăнакансем валли Реабилитаци центрӗ ӗҫлеме тытăннăРадий Хабиров Благовещенскра нумай ачаллӑ ҫемьене ҫитсе курнӑПутин Беларуçпа союзниксен ҫыхӑнӑвне ӳстерме шутлани ҫинчен пӗлтернĕПочта кăна мар, ытларахВитӗмлӗ пулӑшу параҫҫӗКруглосуточная психологическая помощь в чате Комитета семей воинов ОтечестваБесплатный курс по раздельному сбору отходов стартует в БашкирииБуряти пуҫлӑхӗ Путина республика аталанӑвĕпе СВОрисене пулӑшни çинчен пӗлтернĕВ Башкирии пройдет онлайн-акция «Марафон доверия. 2025»В Башкирии пройдет международный диктант по башкирскому языку Кирек мӗнле ӗҫре те шанчăклăÇирĕклĕ клубӗнче паттӑрлӑх урокӗ иртнĕ Пушкӑртри пилотсӑр авиасистемăсен тӗрӗслев центрӗ аккредитаци иртнӗЗастройщикам рассказали об изменениях законодательства в сфере строительстваПродлён приём заявок на конкурс «Лучшие товары Башкортостана»Михайловкăри вăтам шкулта "Зарница" ҫарпа спорт вӑййи иртнĕРайонти ача-пӑча библиотекинче Ача-пӑча тата ҫамрӑксен кӗнеке эрни пуçланнăÇирĕклĕ клубӗнче ачасем сӗтелҫи вӑййисем вылянă
Пур хыпар та
10
Вĕрентÿ
5 Кӑрлач 2022, 19:46

Унӑн ячӗ "пурнӑҫ" тенине пӗлтерет

Авалхи грек чӗлхинчен куҫарсан Зоя ят çакна пĕлтерет, çавăн пек ят панă хӑйсен пĕрремĕш ачине Елизаветапа Ярулла Уканеевсем.

Унӑн ячӗ "пурнӑҫ" тенине пӗлтерет
Унӑн ячӗ "пурнӑҫ" тенине пӗлтерет

Авалхи грек чӗлхинчен куҫарсан Зоя ят çакна пĕлтерет, çавăн пек ят панă хӑйсен пĕрремĕш ачине Елизаветапа Ярулла Уканеевсем.
Пӗчӗк Зоя 1942 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче Ибрайкино поселокӗнче ҫуралнӑ. Зойăн амӑшӗ, Елизавета Степановна, ӗҫлекенсен пӗчӗк ачисене пӑхнă. Ашшӗ Ярулла Уканеев вăрçă вăхăтĕнче партизансен отрячӗн йышӗнче ҫапӑҫнӑ. 1944 ҫулхи июньте ҫемьене хыпарсӑр ҫухални ҫинчен хурлӑхлӑ хыпар ҫитнӗ.
Ашшӗсĕр юлсан хӗрача пĕчĕкренех яваплӑха хăй çине илме вӗреннӗ. Вӑрҫӑ пӗтсен ҫемье район центрне куҫса кайма шут тытнă. Зоя Яковлевна шкул ҫулӗсене аса илсе хӑйпе пӗр класра вӗренекенсемпе хутшӑнни ӑна яланах килӗшнине палӑртать, вăл учительсене чунтан хисепленĕ. Учительсем уншӑн идеаллӑ ҫынсем пулнӑ. Паллах ӗнтӗ, ҫамрӑк хӗрӗн учитель пулас килнӗ.
Ҫирӗп тӗллевлӗ Зоя хӑйӗн ӗмӗчӗсене пурнӑҫа кӗртнӗ, 1965 ҫулта Пушкӑрт педагогика институтне, ют чӗлхесен факультетне ӑнӑҫлӑ вӗҫленӗ. 1968 ҫултан пуҫласа 1998 ҫулччен Зоя Яковлевна хӑйӗн педагогика ӗҫне 30 ҫул хушши хӑй вӗреннӗ шкулпа ҫыхӑнтарнă. Шкултан вӗренсе тухакансем хӑйсене вӗрентекен ҫинчен ӑшшӑн калаҫçĕ. Педагогика ӗҫӗн ветеранне нумай ҫул тата тухӑҫлӑ ӗҫленӗшӗн нумай тав çырăвĕсем тата грамотăсем панă. Зоя Яковлевнана 1990 ҫулта "Отличник народного просвещения РСФСР" паллӑ панӑ.
Елена АНДРЕЕВА,
Пишпÿлек ялĕ.
Сăнÿкерчĕкĕ: çемье архивĕнчен.

Унӑн ячӗ "пурнӑҫ" тенине пӗлтерет
Унӑн ячӗ "пурнӑҫ" тенине пӗлтерет
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: