Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
24 Октябрӗн , 13:18

Кашни вӗренекене аталанма тата ҫитӗнÿсем тума тĕллев лартнă

Аитри вӑтам шкулти "Ÿсӗм точки" ӗҫленĕ ҫулӗсенче лайӑх сăмахсене кӑна тивĕçнĕ.

Кашни вӗренекене аталанма тата ҫитӗнÿсем тума тĕллев лартнă
Кашни вӗренекене аталанма тата ҫитӗнÿсем тума тĕллев лартнă
 
Аитри вӑтам шкулти "Ÿсӗм точки" ӗҫленĕ ҫулӗсенче лайӑх сăмахсене кӑна тивĕçнĕ.
Вӗренӳ тытӑмне аталантарма республикӑра комплекслӑ майпа усӑ кураҫҫӗ: пурлӑхпа техника никӗсӗ лайӑхланать, педагогсемпе шкул ачисем валли мотиваци тытӑмӗ йӗркеленет, тулашӗнче - ҫӗршыв вӗрентӗвӗн чи лайӑх практикисене пурнăçа кĕртеççĕ.
Президент пуҫарнӑ "Вӗренӳ" наци проектне пула пӗтӗм ҫӗршывӗпе шкулсенче, ҫав шутра ял тăрăхĕнче те тата пысӑках мар хуласенче те "Ÿсӗм точки" центрсем уҫӑлаҫҫӗ. Вӗсем ачасене хальхи технологисемпе паллашма тата вӗсен пултарулӑхне уҫса пама пулӑшаҫҫӗ. Центрсенче цифра тата гуманитари профилӗсем, паллах, наукӑпа технологи ҫул-йӗрӗсем енӗпе уроксем ирттереҫҫӗ, ҫавӑн пекех хушма пӗлӳ кружокӗсем йӗркелеҫҫӗ.
Аитри Фатих Карим ячĕллĕ вӑтам шкулти "Ÿсӗм точки" вӗренӳпе наука тата технологи ҫул-йӗрӗсен центрне 2019 ҫулта "Вӗренӳ" наци проекчӗн "Хальхи шкул" проектăн шайӗнче йӗркеленӗ. Вӑл вӗренекен программӑсене хальхи оборудованипе усӑ курса пӗтӗмӗшле тата хушма пӗлӳ паракан тӗп тата ҫутҫанталӑкпа наука тата технологи ҫул-йӗрӗсене тивӗҫтерме тĕллев лартать.
"Ӳсӗм точки" вӗренӳ хутлӑхӗн пӗр пайӗ пулса тӑрать, унпа никӗсленсе предмет облаҫӗсенчен вӗренӳ предмечӗсене вӗрентеççĕ: "Ҫутҫанталӑк предмечӗсем", "Ҫутҫанталӑк наукисем", "Обществознани тата ҫутҫанталӑк ӑслӑлӑхӗсем", "Математикӑпа информатика", "Технологи", ҫутҫанталӑкпа ӑслӑлӑх тата технологи ҫул-йӗрӗсене вӗренмелли предметсене наукӑпа технологи тӗлӗшӗнчен вӗрентесси; вӗренекенсемшӗн класс тулашĕнчи мероприятисем ирттересси т. ыт. те.
Аитра "Ÿсӗм точки" ӗҫлеме тытăннăранпа вӗренекенсемпе учительсем хушшинче чапа тухнӑ, лайӑх сăмахсене кăна тивĕçнĕ.
— Вӗренӳ процесӗ йӑлтах улшӑнчĕ. Ҫӗнӗ структура тухнине пула ачасен шкулта уҫҫӑнлӑх нумайланчӗ. ОБЖ енӗпе ачасем пӗрремӗш медицина пулӑшӑвӗ памалли манекенсемпе усӑ кураҫҫӗ. Жгут хума, юн юхассине чарма вӗренеҫҫӗ. Виртуаллӑ куҫлӑхпа виртуальнӑй тӗнчене путаҫҫӗ. Информатика урокӗсем кӑсӑкрах та уҫҫӑнах иртеҫҫӗ. "Дрон-рейсинг" районти конкурсра хутшӑнтӑмӑр. Ачасем видео ÿкереççĕ тата монтажлаҫҫӗ. Шахмат турнирӗсем кӑсӑк иртеҫҫӗ, - каласа парать информатика учителӗ, "Ÿсӗм точки" ертӳҫи Салима Рашитовна Аминева.
Шкул ачисем те "Ÿсӗм точки" ҫинчен лайӑх кăмăл-туйăм— практика нумай, питӗ интереслӗ, вӗренес тата хӑйсен ӗҫӗн результатне курас килет. Пӗлӳ илес процесс интереслĕрех пулать.
"Ӳсӗм точки" программа шкулсене кашни вĕренекен аталанма тата ҫитӗнӳ тума палӑртнӑ инновациллӗ вӗренӳ учрежденийӗ пек кӑтартма май парать. Шкул ачисене активлӑ вӗренӳ формине явӑҫтарнипе ҫамрӑк ӑрӑва малашнехи ӑнӑҫлӑ пурнӑҫа хатӗрлеме пулӑшать.
Неля САБАХОВА.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Аитри Фатих Карим ячĕллĕ вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.
 
Радий Хабиров: "Пирӗншӗн вӗренӳ уйрӑм ӗҫ. Пирӗн ачасене кашни шкулта — ял таврашӗнче те, хулари ҫӗнӗ ҫуртсенче те — пахалӑхлӑ вӗрентӳпе воспитани памалли мӗнпур условисем туса памалла".
 
 
Кашни вӗренекене аталанма тата ҫитӗнÿсем тума тĕллев лартнă
Кашни вӗренекене аталанма тата ҫитӗнÿсем тума тĕллев лартнă
Кашни вӗренекене аталанма тата ҫитӗнÿсем тума тĕллев лартнă
Кашни вӗренекене аталанма тата ҫитӗнÿсем тума тĕллев лартнă
Кашни вӗренекене аталанма тата ҫитӗнÿсем тума тĕллев лартнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: