Çутă çул
+5 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
22 Августӑн , 10:09

Сӗт юханшывĕ юхать

Боголюбовка ялӗнче Николай Коваленкон КФХ выльӑх-чӗрлӗх комплексӗнче кашни кун евростандартлă çÿллĕ нормативӗсемпе экстра класлă 13 тонна сӗт суса илеҫҫӗ.

Сӗт юханшывĕ юхать
Сӗт юханшывĕ юхать
Боголюбовка ялӗнче Николай Коваленкон КФХ выльӑх-чӗрлӗх комплексӗнче кашни кун евростандартлă çÿллĕ нормативӗсемпе экстра класлă 13 тонна сӗт суса илеҫҫӗ.
«Хальхи фермӑсем — ӗҫе пĕлсе йӗркелени, лайӑх йӗркеленӗ технологи процесӗсем, чӗртавар тирпейлемелли пысӑк калӑпӑшсем».
(Радий Хабиров Илиш районĕнче ĕçпе пулнă чухне тухса каланинчен. 2023 ҫулхи февралӗн 10-мӗшӗ).
 
Пушкӑртстан пысӑк тухӑҫлӑ промышленность тата ялхуҫалӑх регионӗ пулса тӑрать, унта производствӑра акцент сӗт, ӗне выльăх какайӗ, кăмăс, пыл тата ытти ял хуҫалӑх продукчĕсем. Николай Коваленкон хресчен (фермер) хуçалăхĕнчи хальхи выльӑх-чӗрлӗх комплексӗнче, ҫӗнӗ приборсемпе оборудованипе тивĕçтернĕскерте, паян пушкӑрт ӑратлӑ виҫҫӗр лаша, ҫавӑн пекех мӑйракаллӑ шултра выльӑх-чӗрлӗх 1300 пуҫ, сӗт антаракан пысӑк ӑратлӑ выльӑх усраççĕ. Сӑвакан кӗтӳ 660 ӗнерен тӑрать. Эпир таварлă сӗт комплексне кайса килнӗ вӑхӑтра ирхи сунӑ вӑхӑтпа пӗрешкел пулчĕ. Эпир районти ялхуҫалӑх управленийӗн тӗп зоотехникӗпе Шайнур Лукмановпа сӑвакан цехра дояркӑсем хӗрӳллӗ ӗҫленине куртӑмӑр.
— Районти выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетекен хуҫалӑхсенчи пекех, пирӗн сӗте икӗ хут сăваççĕ: ирхине тата каҫ, — тет хуҫалӑхӑн тӗп зоотехникӗ Антон Николаев. — Сăвасси нумай вӑхӑт йышӑнать, сӑвакан 660 ӗнене сăвакан зал витӗр хăвăрт ирттерсе яма май ҫук вӗт. Ку чухнехи автоматизациленӗ оборудовани пулӑшать: сумалли хатӗрсем пирӗн пӗтӗмпех механизациленӗ, тӗрӗсрех каласан, компьютеризациленӗ. Сӗт шывӗ молокопровод тӑрӑх, пысӑк пусӑм айӗнче, ултӑ тоннӑллӑ охладитель-танксене каять.
Сӗт-ҫу продукцийӗ кунтан Уфа хулинче вырнаҫнӑ Вимм-Билль-Данн фирмин сӗт тирпейлекен заводне каять. Сӗт экстра-класпа кӑна пырать, евростандарт продукцийӗн нормисемпе требованийӗсене туллин тивӗҫтерсе пырать.
— Выльӑх-чӗрлӗх комплексӗнче пур пӳлӗмсене те лайӑх йӗркеленӗ, выльӑх-чӗрлӗхе йӗркеллӗ пахаççĕ, мӗн кирлине пурне те пуянлатнӑ, — тет малалла Антон Николаев. — Ку вӑл районти пĕртен-пĕр хуҫалӑх, кунта мӑйракаллӑ шултра выльӑх-чӗрлӗхе кӑкармасăр витесенче усраҫҫӗ. Ӗнесем кашни кун икшер хут витерен пуҫласа сумалли цеха ҫитиччен уҫӑлса ҫӳреҫҫӗ, унтан каялла каяҫҫӗ. Лайӑх сумалли выльӑха курăмпа туллин тивӗҫтереҫҫӗ. Кӑҫал ҫумӑр пуҫланиччен хуҫалӑхра кирлӗ чухлӗ сенаж хатӗрлеме ӗлкӗрчӗҫ. Выльӑх-чӗрлӗх комплексӗнче 31 ҫын ӗҫлет. Вĕсен хушшинче Гульгина Садыкова, Раиля Маликова, Дина Арсланова тата Алиса Пайкеева малта пыракан дояркӑсем. Уйрӑмах ҫакна палӑртас тетӗп: пирӗн халĕ диплом илнĕ ветеринари врачӗ Анастасия Маршенко пур. Вӑл Уфари аграри университетӗнчен вӗренсе тухнӑ, ҫамрӑк специалист пулнă май грант илмелле. Халӗ ӗнтӗ пилӗк ҫул тăршшĕ эпир хамӑрӑн тӑватӑ ураллисен сывлӑхӗшӗн пӑшӑрханмастпӑр. Настьăпа пӗрле ҫак кунсенче выльӑхсене паразитсенчен (гельминтизаци) сезонлӑ шыва кӗртрĕмĕр, мӑйракисене ҫунтартăмăр, чӗр-нисене тата ӗне хӳрисене имçамларăмăр. Выльӑх пӑхакансен коллективӗнче кӑмӑл-туйӑм та, ӗҫ кӑмӑлӗ те начар мар. Хальлӗхе пурнӑҫа кӗртнӗ ӗмӗтсене упраса хӑварас тата ӳстерес тетпӗр.
Владимир СМОЛОВ.
Сӑнӳкерчӗкӗ: Владимир Смолов.
 
Сӗт туса илес енӗпе Пушкӑрт Республики Раҫҫейре виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑнать. Инвестицисене явӑҫтарасси тата отрасле интенсификацилесси тавар производствине ҫирӗп ӳстерме май парать. 2023 ҫулта ялхуҫалӑх предприятийӗсемпе хресчен (фермер) хуҫалӑхӗсем 784 пин тонна сӗт (103,5% 2022 ҫул тӗлне) туса хатӗрленӗ. 2019 ҫултан пуҫласа 2023 ҫулччен таварлă сӗтӗн производствин ӳсӗмӗ 106,5 процентпа танлашнӑ. Републикӑра ял хуҫалӑх организацийӗсенче пӗр-пӗр ӗнерен суса илнĕ сӗт вӑтамран 7238 кг (2022 ҫулта — 6632 кг) танлашнӑ, тухӑҫлӑх пилӗк ҫул хушшинче 130 процентпа танлашнӑ.

 

Сӗт юханшывĕ юхать
Сӗт юханшывĕ юхать
Артур Амурович ГАЛЕЕВ, район администраци пуҫлӑхӗн пӗрремӗш заместителӗ, районти ял хуҫалӑх управленийӗн начальникӗ: — Пирӗн районта ялхуҫалӑх отраслӗ пуç пулса тӑрать, унта ӳсентӑран ӗрчетес тата выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетес ӗҫ тӗп отрасльсем шутланаççĕ. Ҫак икӗ отрасль те стратегилле: ҫӗршывӑн экономика апат-çимĕç фондне туллин тивӗҫтерме кирлӗ те, мăнаçлă та. Ял ҫыннисене ялхуҫалӑх ĕçĕ ҫанталӑк условийӗсенчен мӗнле вӑйлӑ килнине ӑнлантарса памалла мар. Тырпул пухса кӗртес ӗҫ пуҫланчӗ. Начар ҫанталӑк условийӗсем тырпул пухса кӗртес ӗҫ хӑвӑртлӑхне витĕм кÿчӗҫ, анчах районти аграрисем уй-хире тырӑ вырмалли техникӑна тухма кирек мӗнле майпа та усӑ кураҫҫӗ. Районта паянхи куна кӗрхи культурӑсене 2561 гектар пухса кӗртнӗ, ку кӗрхи культурӑсен пӗтӗмӗшле вырмалли лаптӑкӗнчен 21%, вӑтам тухӑҫ 20,5 ц/га. Кӗрхи культурӑсене пухса кӗртес енӗпе лидерсем Калинин ячĕллĕ АП (1036 га кӗрхи тулӑ вырнӑ), КФХ А.П.Трофимов (162 га кӗрхи тулӑ) тата КФХ Р. М. Арсланов (150 га кӗрхи тулӑ). Хытă те сӗтеклӗ апат-ҫимӗҫ хатӗрлес тӗлӗшпе районти хуҫалӑхсен паянхи кун условнă пĕр ĕне пуҫне 10,5 ц апат единици пур, апат хатӗрлесси районта малалла пырать. Сенажпа силос хываççĕ. Ял хуҫалӑх предприятийӗсем пурте кăçал сӗтпе плюспа пыраҫҫӗ. Пĕлтĕрхипе кӑҫалхине танлаштарсан, ял хуҫалӑх предприятийӗсем сӗт туса илессине ӳстерчӗҫ. Сӗтпе ӗҫлени питӗ усӑллӑ. Сĕте тирпейлекенсем пӗр литршӑн вӑтамран 35 тенкӗ параҫҫӗ. Ку чӗрӗ укҫа. Вӗсем пире кашнине яланах кирлӗ.
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: